Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раиса Сарпи

Раиса Сарпи (чӑн ячӗ: Яковлева-Бородника Раиса Васильевна) — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, драматургӗ. 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1981), СССР Литература фончӗн пайташӗ (1983).

Пурнӑҫӗ

Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

1973–1986 ҫулсенче Чӑваш кӗнӗке издательствин редакторӗ пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче литература пайӗн ертӳҫи вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 1990 ҫулта «Пике» журналӑн редакторӗн вырӑнне ӑна шанса панӑ. 1998 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер кафедрин аслӑ вӗрентекенӗ.

Пултарулӑхӗ

Сӑвӑсем ҫырма ачаранах пуҫланӑ. Раиса Сарпи 20 ытла кӗнеке авторӗ. Вӑл ачасем валли кӗнеке сахал мар ҫырнӑ. Унӑн пьесисем тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакльсем лартнӑ.

Раиса Васильевна тӗрӗк ҫамрӑкӗсен гимнӗн авторӗ те.

Пичетленнӗ кӗнекисем

  • «Парне» (1972);
  • «Роза в росе» (1977);
  • «Кӑвак хуппи» (1979);
  • «Хӗреслӗ ҫиҫӗм» (1983);
  • «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ» (1992);
  • «Кам-ши эпӗ?» (сӑвӑсем);
  • «Парне» (сӑвӑсем);
  • «Ҫӑлтӑрлӑ ӗмӗт» (пьесӑсем);
  • тата ыттисем

Чыславӗсем, хисепӗсем

  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол преми лауриачӗ (1988);
  • Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993);
  • Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2000);
  • А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗ;
  • Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен VIII-мӗш фестивалӗн лауреачӗ;
  • «Чӑваш Республикишӗн тунӑ ӗҫсемшӗн» медаль.

Пӗтӗм тӗнчери чӑвашсен эстрада юррисен «Кӗмӗл Сасӑ» III фестиваль-конкурсӑн «Чи лайӑх поэт» ятне илме тивӗҫнӗ (2002).

Каҫӑсем


 
Категорисем: Раиса Сарпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-03-19 11:06:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10939 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем